Ял хуҫалӑхӗ
Муркаш район администрацийӗн экономика тата агропромышленность комплексӗн аталанӑвӗн пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенчи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ. Унти ял хуҫалӑх тата промышленность предприятийӗсем 1,8 миллиарда яхӑн тенкӗлӗх продукци туса кӑларнӑ. Иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан ку вӑл 20,3 процент нумайрах тенине пӗлтерет. Ял хуҫалӑх продукцине илесси те ӳснӗ. Пӗтӗмпе 1948,6 тонна, е 91 процент, аш-какай туса илнӗ, 24196,6 тонна, е 97,3 процент, — сӗт. Кашни ӗнерен вӑтамран 2944 килограмм (99,8 процент) суса илнӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх хисепӗ 14745 пуҫпа, е 92,6 процентпа танлашать. Ял хуҫалӑх производство предприятийӗсенче 4696 пуҫ, е 92,4 процент, хушма хуҫалӑхсенче — 9842 пуҫ, е пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтрин 92,5 проценчӗ чухлӗ, хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче — 207 пуҫ (96,3 процент). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
«Сывлӑмпи» ушкӑн ӗҫлекенсемпе Ҫӗрпӳ районӗнчи Апакассинчи культура аталанӑвӗн центрӗн пултарулӑх ушкӑнӗсем ял халӑхне юрӑ-ташӑпа савӑнтараҫҫӗ. Нумаях пулмасть «Сывлӑмпи» агитбригада — культура ҫурчӗн директорӗ Алина Максимова, Владимир Парфенов аккомпаниатор, Ирина Константиновӑпа Надежда Филиппова культйӗркелӳҫӗсем тата Алевтина Иванова библиотекарь — А.И.Марков усламҫӑ патӗнче йӗтем ҫинче ӗҫлекенсем патӗнче концертпа пулнӑ. А.Макаров хуҫалӑхӗ вырмара лайӑх ӗҫлет. Кунта 90 тонна ытла кӗрхи тулӑ пухса кӗртнӗ. Вырмапа пӗрле кӗрхисене те акаҫҫӗ. Хӗрӳ ӗҫре тӑрӑшакансем чӑваш тата вырӑс юррисене итлесе кӑмӑлӗсене ҫӗкленӗ. Сӑнсем (10) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Кун пирки «Взгляд» информаци агентстви хӑйӗн ҫӑлкуҫӗ пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать. Унта каланӑ тӑрӑх, Раҫҫейӗн аргари министерствин пуҫлӑхӗ Николай Федоров пирӗн репсубликӑри ял хуҫалӑх предприятйиӗсене тӗрӗслемелле. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Президенчӗ вӑрлӑх туса илекен хуҫалӑхсене ҫитесшӗн. Ҫак уйӑхра Николай Федоров республикӑра пулнӑччӗ. Ун чухне вӑл, ҫурлан 4-мӗшӗнче, Россельхознадзорӑн управленине, «Россельхозцентр» федерацин хысна предприятийӗн филиалне тата «Приволжское» хуҫалӑха ҫитнӗ. Ҫурлан 6-мӗшӗнче вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Елена Бадаева ӗҫлеме пуҫланӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ мероприятие хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Хуласенче кӗркунне «Кӗр парни» уйӑхлӑх йӗркелесси ырӑ йӑлана кӗчӗ. Хальхи иртнӗ вырсарникун уҫӑлнӑ. Кун пек уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче хуласенчи суту-илӳ вырӑнӗсене ял хуҫалӑх таварне туса илекенсене ирӗклӗн усӑ курма май параҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтра вырӑн укҫа ыйтмаҫҫӗ. Шупашкара илсен, тӗп суту-илӳ вырӑнӗсене Ҫурҫӗр ярмӑрккӑра, «ДАР» тулли мар яваплӑ обществӑра тата «Николаевский» суту-илӳ комплексӗнче йӗркеленӗ. Тӗп хулара кӑна мар, республикӑри район центрӗсенче те «Кӗр парни» халӑха кӗтет. Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисенче уйӑхлӑх ӗҫлеме тытӑннӑ ӗнтӗ. Ҫурлан 30-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта уҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче вырма малалла пырать. Ӗҫҫи епле пынине республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев хула тата район пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ видеоконференцире те сӳтсе явнӑ. Паян вырмана пӗрремӗш хуҫалӑх та пур республикӑра. Патӑрьел районӗнчи «Батыревский» акционерсен хупӑ обществинче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене вырса пӗтернӗ. Асӑннӑ хуҫалӑх ертӳҫи Петр Ялуков пӗлтернӗ тӑрӑх пӗрчӗллисене 1 пин гектар ытла лаптӑк ҫинче ҫапса тӗшӗленӗ. Вырмана унта ҫурлан 8-мӗшӗнче тухнӑ та виҫӗм кун ӗҫе вӗҫленӗ. Ӗҫе пурӗ виҫӗ «Дон-1500» тата икӗ «Палессе» комбайна явӑҫтарнӑ. Вырмара Геннадий Арланов, Геннадий Ялуков тата Николай Викторов экипажӗсем уйрӑмах хастар ӗҫленӗ. Тухӑҫ гектартан 32 центнер тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Республикӑри районсенче вырма хӗрӳ пырать. Чылай тӑрӑхра пултарулӑх ушкӑнӗсем йӗтем ҫине пырса концерт лартаҫҫӗ. Ав Красноармейски районӗнчи Алманч ял тӑрӑхӗн культура аталанӑвӗн центрӗ ҫумӗнче ҫулсерен агиткультбригада йӗркеленет. Вӗсем ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен ҫынсем патне тухса ҫӳреҫҫӗ. Кӑҫал агиткультбригада йышне культура ӗҫченӗсем кӑна мар, «Алманч кукамайӗсем» фольклор ансамбльне ҫӳрекен Е.Васильевӑпа Р.Егорова та кӗнӗ. Нумаях пулмасть ҫак ушкӑн Алманч ялӗнчи «Гигант» ЯХПКн йӗтемӗ ҫинче концерт кӑтартнӑ. Ушкӑн ҫӗнӗ юрӑсене шӑрантарса, хаваслӑ сценкӑсем лартса йӗтем ҫинче тар тӑкакан ҫынсен кӑмӑлне ҫӗкленӗ. Ҫак ушкӑнах Шывпуҫ ялӗнчи В.В.Тимофеев фермер хуҫалӑхӗнчи йӗтем ҫине те концертпа ҫитнӗ. Сӑнсем (6) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Хӗрарӑмсем хӑмла пуҫтараҫҫӗ Юлашки ҫулсенче республикӑра хӑмла ытлах ӳстермеҫҫӗ. Ҫӗрпӳ районӗнче вара Раҫҫей ял хуҫалӑх академин Чӑвашри ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн ҫӗрӗсем ҫинчи хӑмла пахчинче хӗрӳ ӗҫ пырать — «симӗс ылтӑн» пулса ҫитнӗ. Хӑмла ӳстерекен пай заведующийӗ Анатолий Коротков пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем «сумерь», «подвязный», «цивильский», «дружный», «флагман», «фаворит» тата ытти сортсене лартса ӳстереҫҫӗ. Плантацире хӗрарӑмсем ӗҫлеҫҫӗ, ретсем хушинче ҫум курӑк ҫук. Тӑпрана кӑпкалатни, им-ҫам сапни курӑнать. 6 метр ӳснӗ хӑмлана алӑпа касаҫҫӗ те комбайн ҫине илсе каяҫҫӗ. Асӑннӑ хуҫалӑхра 11,86 гектар лаптӑкри хӑмлана пухса кӗртмелле. Хальлӗхе 1 гектара яхӑн лаптӑкне ҫеҫ пухса кӗртнӗ. Сӑнсем (12) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
«Нивӑри» агитбригада концерчӗ Хальхи вӑхӑтра ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ял хуҫалӑх ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ. Елчӗкри ҫӗр ӗҫченӗсене «Хӗлхем» агитбригада хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарать, ӗҫлеме вӑй-хал хушать. Ытарайми чӑваш тӗрриллӗ ҫипуҫ тӑхӑннӑ юрӑҫсем Курнавӑшри ял тӑрӑхӗн культура ӗҫченӗсемпе пӗр шухӑшлӑ пулса «Нива» агрофирмӑна ҫитнӗ. Унта вӗсем савӑк юрӑ-кӗвӗ шӑрантарнӑ, ҫӗр ҫыннисене ӗҫшӗн тав тунӑ. Хӗрӳ ӗҫе пӑхмасӑрах хресченсем концертпа хаваспах савӑннӑ, хӑнана татах килме ыйтса вӗсемпе сывпуллашнӑ. Сӑнсем (6) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Патӑрьел районӗнче севок сухана пухса кӗртесси хӗрӳ пырать. Республикӑри кӑнтӑр районӗсенче ҫу иккӗмӗш ҫул типӗ иртсен ҫынсем севок лартмалли лаптӑка пысӑклатса пыраҫҫӗ. Акӑ Алексей Перепелкин 5 ҫул севок лартса ӳстерет. Чи малтан 20 сотка ҫине акнӑ пулсан, халӗ — 18 гектар. Фермер кирлӗ техникӑна туяннӑ ӗнтӗ. Унӑн лаптӑкӗнче 100 ҫын ӗҫлет. Пурте — кӳршӗ ялсенчен. Ӗҫе ҫӑмӑллатмашкӑн Валерий Малюков севока тасатакан «параппан» шухӑшласа кӑларнӑ. Вӑл трактор пулӑшнипе ӗҫлет. Техника пулӑшнипе пысӑк тухӑҫлӑ ҫимӗҫ туса илеҫҫӗ. Севока витрене пуҫтараҫҫӗ те параппана яраҫҫӗ. Унччен ҫак ӗҫе йӑлтах алӑпа тунӑ. Унтан ятарлӑ аппарат сухана сортсем ҫине уйӑрать. Ҫумӑр сахал ҫунӑран севокӑн пӗр пайне шӑварма тивнӗ. Ҫитес ҫул шӑвармалли лаптӑка пысӑклатасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать тетпӗр те, кӗрхи кун та питӗ яваплӑ. Хальхи вӑхӑтра хуҫалӑхсенче тӗш тырӑ вырассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Паянхи куна илсен, Елчӗк районӗнчи хресченсем пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене ҫурри ытла ҫулса илме ӗлкӗрнӗ. Сӑмах май каласан, ытти районпа танлаштарсан вырма лаптӑкӗ вӗсен — пуринчен пысӑкки, 20,6 пине яхӑн. Тӗш тырӑна ҫулса илессипе ҫавӑн пекех Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Патӑрьел тата Комсомольски районӗсем малта пыраҫҫӗ. Вӗсем пурте вырмалли лаптӑкран 30 ытла проценчӗ ҫинчен ҫулса илме ӗлкӗрнӗ. Тӗшӗленӗ лаптӑк тӑрӑх пӑхсан та маларах асӑннӑ районсем малтисен ретӗнче. Хыҫалта хальлӗхе Улатӑр районӗ пырать. Ӗҫе вӑл 11,9 процент кӑна пурнӑҫланӑ. Республикипе пӗтӗмӗшле илсен, тӗш тырӑна 75,8 пин гектар ҫинче тӗшӗленӗ, ку вӑл 27,3 процент тенине пӗлтерет. Оперативлӑ кӑтартусем тӑрӑх пӑхсан, тухӑҫ гектар пуҫне вӑтамран 20,4 центнера ларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ксенофонтов Иван Ксенофонтович, чӑваш актёрӗ, театр ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дмитриев Аристарх Иванович чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садюков Николай Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Табаков Владимир Алексеевич, таврапӗлӳҫӗ, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Белова Зоя Степановна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пупин Пётр Степанович, чӑваш кӳлепеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти урама Мичман Павлов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |